Сиктӗрмери «Уяв» вӑхӑтӗнче литература фестивалӗ иртрӗ

Петӗр Хусанкай ҫуралса ӳснӗ Сиктӗрмери йӑлана кӗнӗ Уяв вӑхӑтӗнче "Чӑваш ачи, сассуна пар!" ятпа литература фестивалӗ иртрӗ. Ӑна кӑҫал икӗ халӑхӑн аслӑ поэчӗсен - Александр Пушкинпа Ҫеҫпӗл Мишшин - ҫавра ҫулӗсене халалланӑ.

Уяв лапамӗ чӑваш тӗрриллӗ тумпа йӑлкӑшса, чӑваш юрри-ташшипе янӑраса тӑрать. Раҫҫейӗн мӗнпур кӗтесӗнчи йӑхташсем пӗрҫемьелӗх туйӑмӗшӗн тунсӑхласа инҫе ҫула ҫывӑхлатнӑ. Кунта ватти валли те, вӗтти валли те тӗлӗнсе савӑнмалли темӗн чухлех. Константин Ивановӑн "Нарспи" поэмине тата Сиктерме ялӗпе Уява халалланӑ икӗ музей ҫурчӗ ҫӗкленекен ҫӗрте, "Хусанкай урамӗ" тесе ят панӑ вырӑнта, литература фестивалӗ пырать. 

Светлана Асамат Чӑваш халӑх поэчӗ ҫырнӑ сценарипе иртекен литература фестивальне Тутарстанри чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ виҫҫӗмӗш ҫул йӗркелет. Петӗр Хусанкайӑн тӑванӗ Иван Казанков ҫине тӑнипе, кӑмӑлӗпе те, кӗмӗлӗпе те пулӑшнипе Сиктӗрме ҫумӗнче Ҫӗнӗ Сувар хулашӗ ҫӗклесе лартсан, Тутарстанри Нурлатра ҫулсерен йӑхташсене пуҫтаракан Уяв та кунта куҫса килнӗ. 

Уявра иртекен фестивале виҫӗмҫул - Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине, пӗлтӗр - Иван Яковлев ҫут тӗнчене килнӗренпе 175 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑҫал та мухтава тивӗҫлӗ ҫыравҫӑсен ҫавра ҫулӗсем: Александр Пушкинӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Ҫемен Элкерӗн, Геннадий Айхин. Шупашкар артисчӗсем вӗсене пурне те хисеп турӗҫ.

Кӑҫал эпир чӑваш ятне уҫлӑха ҫӗкленӗ Андриян Николаевӑн ҫавра ҫулне те паллӑ тӑватпӑр. Пурӑннӑ пулсан Совет Союзӗн виҫҫӗмӗш космонавчӗ, икӗ хут Геройӗ, Ҫеҫпӗл премийӗн лауреачӗ 95 ҫул тултаратчӗ. "Сӑрнай" халӑх ансамблӗ ӑна асӑнса вӑл юратнӑ "Вӗҫ, вӗҫ, куккук" юрра нумай саспа илемлӗн янӑратрӗ. "Сӑрная" 45 ҫула яхӑн халӗ 86-ри Николай Эриванов ертсе пырать.

Ҫыравҫӑсемпе артистсен ушкӑнӗ Петӗр Хусанкай музейне кӗрсе курчӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралса ӳснӗ ҫурт вырӑнӗнче те пулчӗҫ - кунта халь асӑну чулӗ.

Марина Карягина, Екатерина Янгалакова