Шӳтлеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, сӑвӑ-юмах калаҫҫӗ

Чӑваш артисчӗсем куракансене изоляци вӑхӑтӗнче те тунсӑхлама памаҫҫӗ.

Ҫӗршывра пурӑнакансем килте лармалли тапхӑра мӗнле ирттерни паллӑ. Кун пирки «Стопкоронавирус» сайтра  ятарлӑ ыйтӑм ирттернӗ. Ытларахӑшӗ ҫемйипе унчченхинчен нумайрах хутшӑннине пӗлтернӗ. Тӑраниччен ҫывӑракан, тутлӑ апатланакан йышлӑ. Ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх фильмсемпе сериалсем куракансем кӗнеке вулакансенчен ытларах.  Малтан вӑхӑт ҫитейменнине пула мӗн те пулин  ҫӗннине вӗренекенсемпе физкультурӑна явӑҫнисем те сахал мар. Концертсемпе спектакльсем ирттреме чарнӑ хушӑра чӑваш артисчӗсем мӗн ӗҫлеҫҫӗ-ши? Ҫакна  вӗсен социаллӑ сетьсенчи странцисене тишкерсе пӗлтӗмӗр.

Ирина Николаева