Кану кунӗсене асамлӑ вӑрман уҫланкинче ирттерес кӑмӑллисем вара чӑннипех те йышлӑ. Хӑшӗ-пӗриншӗн кивӗ ҫул ҫӗннипе улшӑннӑ каҫа шӑпах ҫакӑнта кӗтсе илесси те ҫемье йӑли пулса тӑнӑ. Хӑнасене кунта яланах хапӑл. Ҫитнӗ-ҫитмен хитре те ӑшӑ ҫи-пуҫ тӑхӑнтартаҫҫӗ. Хӗл Мучипе Юрпике чӑрӑш тавра вӑйӑ картине йыхравласа ачасемпе ташша яраҫҫӗ, юрӑсем юрлаҫҫӗ. Чӑваш халӑх юмахӗсенчи сӑнарсем - Кӑмака, Арҫури те - пӗрлех.
Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ этнокомплексра пулнӑ кун экскурсие чӑваш ташшинчен пуҫласа кӑмӑла ҫӗкленӗ хӑнасене малалла шур сухаллӑ асамҫӑн театрне йыхравларӗҫ. Чӑваш Хӗл Мучийӗ - авалхи музыка инструменчӗсемпе калакан Раҫҫейри пӗртен-пӗр асатте. Вӑл купӑсҫӑ та, шӑхличпе кӗвӗ кӑларма та, кавал сассипе тӗлӗнтерме те, туйине юрлаттарма та пӗлет. Хӑнасене те кӑсӑклӑ вӑййа явӑҫтарса пӗр ансамбле пӗрлештерчӗ.
Марье ака тӗпелӗнче чӑваш халӑхӗн ҫулталӑк тӑршшӗпе пыракан уявӗ, йӑли-йӗрки пирки пӗлме пулать. Халап-юмахӗ те арча тулли. Ҫулталӑк вӑхӑтне кура хӑйӗн калавӗ. Хальхинче хӑнасем Сурхури вӑхӑтӗнчи йӑласем пирки пӗлчӗҫ.
Чӑваш халӑхӗн ҫи-пуҫне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме пулать, Ҫӗнӗ Ҫул тетти ӑсталаса аслисем валли парне хатӗрлеме те сӗнеҫҫӗ килекенсене. Юмахри Ташӑҫ-Тилӗ патне илсе ҫитерекен сукмак та пур программӑра. Ҫаврӑнӑҫуллӑ та хаваслӑ, хитре Тилӗ туспа арҫын ачасемпе хӗрачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те хаваспах чӑвашла ташлама вӗренеҫҫӗ.
Ҫак тарана ҫитсе юмахри сӑнар аякри ҫӗрсенчен курма та канма килекен ҫӗр-ҫӗр ҫынна тӗл пулнӑ.
Ачасемшӗн чи хавасли - тӑвайкки. Хӑнасене йышӑнакансем палӑртнӑ тӑрӑх, кунта вӗсем мӗн тӗттӗмчченех ярӑнма хатӗр. Чӑнкӑ сӑртран вӗҫсе пырса кӑпӑш юр ӑшне чӑмасси, тус-юлташпа вылясси - чӑн савӑнӑҫ. Асамлӑ вӑрмана килекенсене ӑшӑрах тумланма, улӑштарса тӑхӑнма тепӗр мӑшӑр алсиш илме сӗнеҫҫӗ.
Алиса Александрова, Святослав Петров