нерҫӗн пултарулӑхӗпе паллаштаракан экспозицире 60 ытла ӗҫ. Вӗсенче импрессионизм мелӗпе ӳкернӗ портретсем, ансат натюрмортсемпе ҫут ҫанталӑк илемӗ курӑнать.
Клод Моне ӗҫӗсемпе хавхаланакан ӳнерҫӗн куравра уйрӑмах тинӗсе сӑнарланӑ картина йышлӑ. Вӗсене вӑл ҫуллӑ сӑрӑсемпе кӑна мар, акварельпе те ӳкернӗ. Ҫыран хӗрринчи чулсем ҫумне пырса ҫапӑнакан хумсен асамлӑхӗ ҫак ӗҫсене хӑйне евӗрлӗ чун кӗртет. Ҫак ӳкерчӗксенче куракан тӳрех Крым илемне туйса илет. Хура тинӗс ытамӗнчи туллӑ-сӑртлӑ чӑнкӑ ҫырансем, шыв ҫийӗн ярӑнса вӗҫекен кайӑксем е хӗвел шевлипе вылякан янкӑр хумсем хӑйсем патне илӗртеҫҫӗ. Ҫак чӑматана илсе пӗр тӑхтамасӑр ӑшӑ енне вӗҫес килсе каять. Кунтах пурнӑҫ ырлӑхӗпе киленекен кушак аҫисем ҫине те юратмасар пӑхаймӑн. Ҫак ӗҫсене Станислав Воронов иртнӗ икӗ ҫулта вырӑна ҫитсе ӳкернӗ.
Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Игорь Ульянов