Шупашкарти художник хӑйӗн калӑпӑшлӑ ӗҫӗпе округри фестивальте тупӑшать 

Ӳнерҫӗсем хула урамӗсене илемлӗрех те хӑтлӑрах тума пулӑшаҫҫӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи граффити маҫтӑрӗсене "ФормАрт" фестиваль пӗрлештерчӗ. Чӑваш Ен чысне унта Максим Косаткин хӳтӗлет. 

Атӑлҫи федераци округне кӗрекен кашни регионтан хутшӑннӑ ӳнерҫӗсем "Малашлӑха тинкерни" темӑпа 14 пултарулӑх ӗҫӗ хатӗрленӗ. Максим Косаткин ял хуҫалӑхне суйласа илнӗ. Стрит-арт фестивалӗ валли вӑл тӗп хулари пӗр суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнчи стена ҫинче хӑйнееверлӗ ӳкерчӗк ӑсталанӑ. Унӑн тӑршшӗ 50 метра яхӑн. Ӳнерҫӗ тулӑх ҫӗре, пурнӑҫ йывӑҫҫине, виҫӗ хӗвеле, мӑнаҫлӑ техникӑна сӑнланӑ. Автор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑ чӑваш халӑхӗн пуян историпе культурине кӑтартать. Фестивале хутшӑнакан ӳнерҫӗсемшӗн 8 (800) 301-50-23 номерпе тӳлевсӗр шӑнкӑравласа сасӑлама пулать. Унта ҫавӑн пекех финалист номерне палӑртмалла. Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен Максим Косаткин - 6-мӗш. 

Надежда Александрова, Святослав Петров