Шупашкар 555 ҫул тултарнӑ ҫул, Чӑваш тӗррин кунӗнче Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне уҫма тӗллев лартнӑ. Хӑй карттӑ - сарлакӑшӗпе виҫӗ, тӑршшӗпе ҫичӗ метр пусма. Унсӑр пуҫне 84 панно пур. Ҫакӑ пӗтӗмпех ҫӗршыври музей фончӗн сумлӑ пайӗ шутланать. Ку тупра хальлӗхе Чӑваш наци музейӗнче упранать. Карттӑна ҫӗнӗ ҫурт туса унта вырнаҫтарни тӗрӗс утӑм тесе шутлаҫҫӗ республика ертӳҫисем. "Ку музей чӑвашсен мӑнаҫлӑх вырӑнӗ пуласса эпӗ шанатӑп"- терӗ Олег Николаев.
Музея тума "Промсвязьбанк" пӗрлешӳ пулӑшать, ыркӑмӑллӑх шучӗпе 40 миллион тенкӗ уйӑрать. Никӗсне чул хума банкӑн председателӗн ҫумӗ Антон Дроздов хутшӑнчӗ, финанс организацийӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тунине палӑртрӗ. Аса илтеретӗп, карттӑна ӑсталама Раҫҫейри 350 маҫтӑр - вӗсен йышӗнче тӗрӗҫсем, ӳнерҫӗсем, дизайнерсем, этнографсем хутшӑннӑ. Ҫав шутра Донецкпа Луганск халӑх республикисенчен, Запорожье тата Херсон облаҫӗсенчен те. Карта 2022-мӗш ҫулта Питӗрти Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче палӑрнӑ. Унта "Гордость нации" общестӑлла премие тивӗҫнӗ. Ӑна Мускаври "Раҫҫей" курав-форумра та кӑтартнӑ. Карттӑ чӑннипех те ҫӗршыв пӗрлӗхне тата пуянлӑхне сӑнлакан паллӑ пулса тӑчӗ.
Строительсем ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫе пуҫӑнмалла. Музея чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасшӑн.
Надежда Александрова, Михаил Солин