Шупашкарти хӗрӗн ӳкерчӗкӗ Мускаври курава хутшӑнать 

Шупашкарти София Васильеван ӳкерчӗкӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Третьяковская галерея - онлайн" пултарулӑх конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисен шутне кӗнӗ. Тупӑшу МТС компанин ыр кӑмӑллӑх проекчӗпе килешӳллӗн иртнӗ. Чи лайӑх ӗҫсенчен Мускавра курав йӗркеленӗ. 

Ҫӗнӗ Третьяковкӑра 20-мӗш ӗмӗрти паллӑ ӳнерҫӗсен картинисем упранаҫҫӗ. Вӗсемпе юнашарах ҫӗршыври тӗрлӗ регионти ҫамрӑк художниксен ӳкерчӗкӗсем вырӑн тупнӑ. Ҫапла ачасен Раҫҫейри наци искусствин тӗп музейӗнче пулас ӗмӗт пурнӑҫа кӗнӗ. Ҫӗршыври пултаруллӑ ҫамрӑксене ҫакнашкал мая темиҫе ҫул ӗнтӗ МТС пӗрлешӳпе Третьяков галерейи парнелет.

Конкурс вӑхӑтӗнче ачасем темиҫе уйӑх сӑрӑпа ботаника иллюстрацине ӳкерме вӗреннӗ. Финалта ҫамрӑк художниксен тӑван тӑрӑхри ӳсӗн-тӑрана сӑнламалла пулнӑ. Пултарулӑх тупӑшӑвне темиҫе пин ӗҫ ярса панӑ. Апла пулин те тӳресем 17-шне кӑна "чи лайӑххи" тесе йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ӳкерчӗкӗсенчен хӑйне евӗр курав йӗркеленӗ.

София Васильева Шупашкарти ӳнер училищинче 3-мӗш курсра вӗренет. Конкурса пионсен ӳкерчӗкне янӑ вӑл. Тупӑшура ҫӗнтерни уншӑн пысӑк кӗтменлӗх пулнӑ. Халӗ ҫӗршыври пултаруллӑ ҫамрӑксем ҫинчен пин-пин куракан пӗлме пултарать. Мала тухнисем валли ӑсталӑх сехечӗсем, экскурсисем ирттернӗ. Проект хӗрсемпе каччӑсене дизайн, ӳнер, актер, юрӑ-ташӑ ӑсталӑхӗнче палӑрма май парать.

Диана Иванова, Дарья Паскарюк, Вадим Владимиров