"Тамга" ушкӑн 2000-мӗш ҫулта Чаллӑ Ҫыр хулинче йӗркеленнӗ. Маҫтӑрсене пӗрлештерекен стиле "Этника авангарчӗ" е "Этнофутуризм" теҫҫӗ. Ҫак пӗрлӗхре тӑракан ӳнерҫӗсен ӗҫӗсенче тӑван наци культурин сӗмӗ палӑрать. Халӑхӑн авалхи пурнӑҫӗ вӗсене кӑсӑклантарать, ӗҫлеме хавхалантарать. "Тамга" ушкӑн йӗркеленсенех унта РСФСР тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникне Праски Виттине йыхравланӑ. Унӑн картинисене тӳрех уйӑрса илме пулать. "Тамга" юхӑм хӑйнееверлӗ авторсене пӗрлештерсе тӑрать. Ушкӑн унччен те Шупашкарта курав йӗркеленӗ. Атӑл тӑрӑхӗнчи ӳнерҫӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе 15 ҫул каялла тӗлӗнтернӗ. Кӑҫал курав Чӑваш, Пушкӑрт, Удмуртпа Тутар республикисенчи ӑстасен ӗҫӗсемпе паллаштарать. Пурӗ 70-е яхӑн ӗҫ.
Экспозиципе Хальхи ӳнер центренче чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен паллашма пулӗ.
Алена Артемкина, Анна Филиппова, Димитрий Макаров