Шупашкарти Чаплина ячӗллӗ библиотекӑра "Неизведанное Поволжье" ятлӑ альманаха пахаларӗҫ

Ҫак кӗнекене вулавӑшсене "Ростелеком" пӗрлешӳ парнелерӗ. Унта ҫулҫӳрев калавӗсем, сӑн ӳкерчӗксем вырӑн тупнӑ.

Вӗсем Атӑл тӑрӑхӗнчи тӗленмелле кӗтессемпе, ҫынсемпе, ҫавӑн пекех историпе культура палӑкӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Чӑваш Енри авторсем, уйрӑммӑн илсен, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа хулашӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперӗн капмарлӑхӗпе тӗлӗннӗ тата ытти те. Кӗнекере халӑх йӑли-йӗрки ҫинчен калакан ӗҫсем те вырӑн тупнӑ.

Диана Иванова, Виктор Степанов