Шупашкарти 22-мӗш шкулта Ҫар мухтавӗн музейӗ уҫӑлчӗ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 75 ҫул ҫитнине кура Шупашкарти шкулсенчи Ҫар мухтавӗн музейӗсен ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Пӳлӗм уйӑрса ҫӗнӗрен тунисем те, малтан пулнисене юсанӑ тӗслӗхсем те пур.

Николай Гаврилов Раҫҫей Геройӗ ячӗпе хисепленсе тӑракан пӗлӳ учрежденине сумлӑ хӑнасем пуҫтарӑнчӗҫ. Кашниех ҫитӗнекен ӑрӑва мӗн ачаран тӑван ҫӗре юратма, тӗрлӗ хирӗҫ-тӑрура ҫӗршыва хӳтӗлесе пурнӑҫне шеллеменнисен паттӑрлӑхне асра тытма вӗрентни темрен паха пулнине палӑртрӗ. Ҫак ӗҫре шкулсенче шырав отрячӗсем йӗркеленни те пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Паянхи кун тӗп хулара ҫакнашкал 13 ушкӑн. 22-мӗш шкулти астӑвӑмпа мухтав залӗ 3 пайран тӑрать. 

 

Алиса Александрова, Семен Антонов