Шупашкарта Толстойӑн "Анна Каренина" роман историйӗпе паллаштаракан курав уҫӑлнӑ

Экспозицие ҫыравҫӑн патшалӑх музейӗпе Кино музейӗ пуҫарнипе хатӗрленӗ. Ӑна шупашкарсем "Радуга" культурӑпа курав центрӗнче хаклама пултараҫҫӗ.

"Молодец баба" тата "Два брака" - ҫакӑн пек ятсем пулма пултарнӑ романӑн. Ҫапах та вӗсене автор пӑрахӑҫланӑ. Унсӑр пуҫне Лев Толстой Анна Каренинана пуйӑс айне мар, Нева шывне сиктерме пӑхнӑ. Роман телейпе вӗҫленме - тӗп сӑнар Вронскипе пӗрлешме те пултарнӑ. Анчах ку сценарий писателе тивӗҫтермен. Ятсене те нумай шыранӑ ҫыравҫӑ. Анна вырӑнне, сӑмахран, Татьяна. Толстой ӑна хитрех мар, мӑнтӑр хӗрарӑм пек курнӑ. Кайран каллех шутласа хунине улӑштарнӑ. Ҫак алҫырусене ку таранччен никама та кӑтартман. Лев Николаевичӑн мӑнукӗн мӑнукӗ Фекла Толстая документсене уҫӑмлатма йышӑннӑ. Вӗсем ҫыравҫӑн патшалӑх музейӗнче упранаҫҫӗ. Экспозицире, паллах, копийӗсем. 

 

Надежда Александрова, Наталия Егорова, Игорь Ульянов