Шупашкарта "Театральное Привольжье" фестивалӗн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетрӗҫ

Шкул ачисемпе студентсен пултарулӑх ушкӑнӗсен конкурсне пӗлтӗр пуҫарнӑ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен шучӗ ӳссех пырать. Эпидемиологи лару-тӑрӑвне пула кӑҫал конкурс инҫет мелӗпе иртнӗ. Чи лайӑх спектакльсене Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗн сцени ҫинче кӑтартрӗҫ.

Конкурсӑн пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫи - студентсен "Абрикосовый сад" театрӗ кӑҫал та пысӑк ҫитӗнӳпе палӑрчӗ: регионти тапхӑрӑн пӗтӗмлетӗвӗпе чи лайӑххи пулчӗ. Ҫамрӑк артистсем Герберт Уэллсӑн "Страна Слепых" хайлавне тӗпе хурса инсценировка лартнӑ. Кӗнекери пулӑмсене хӑйсен шухӑшӗсемпе пуянлатнӑ. Ҫапла сюжет кӑсӑклӑрах та пуянрах пулнӑ. Пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ, кашни ҫыннӑн тӗнчери вырӑнӗ пирки тата яваплӑх туйӑмӗ ҫинчен сӑмах пырать унта. 

 

Елена Дмитриева, Екатерина Храмкина, Алексей Зотиков