Шупашкарта "Тараватлӑ Чӑваш Ен" фестиваль иртрӗ

Унӑн программинче - республикӑри апат-ҫимӗҫ хатӗрлекенсен куравӗ, ӑсталӑх ӑмӑртӑвӗ, конкурса тӑратнӑ ҫимӗҫсен хӑтлавӗ, ҫавӑн пекех маҫтӑрлӑх сехечӗсем, наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлес енӗпе шоу пулчӗ.

"Тараватлӑ Чӑваш Ен" - йӑлана кӗнӗ фестиваль, унӑн тӗллевӗ - наци кухнин тӗрлӗ енлӗхӗпе пуянлӑхне анлӑ сарасси, апат-ҫимӗҫ хатӗрлессин, ӑна сӗтел ҫине лартассин ӗмӗрсем хушши тӗрӗсленнӗ уйрӑмлӑхӗсене упрасси. Ҫакӑн пек ӑмӑртура чи пултаруллисен ячӗсем чапа тухаҫҫӗ. 

 


Марина Карягина, Татьяна Самсонова, Виктор Степанов, Владимир Синдеев