Шупашкарта шкул театрӗсен "Асам" фестивалӗн финалӗ пырать 

Муниципалитет тапхӑрӗнче мала тухнӑ ушкӑнсем халӗ пултарулӑхне республика театрӗсен сцени ҫинче кӑтартаҫҫӗ. 

"Асам" фестиваль пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ, артист ӗҫӗпе кӑсӑкланакан ачасене пӗрлештерет. Паянхи кун Чӑваш Енре 350 шкул театрӗ ӗҫлет. Чӑваш патшалӑх культура институтне Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Комсомольски муниципалитетсенчи ҫӗнтерӳҫӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. 

Елчӗк тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗнче вӗренекенсем "Йӑва" юмаха ҫӗнӗлле вылярӗҫ. Шӑмӑршӑ округӗнчи Кивӗ Чукал шкулӗнчи "Сказочники" театр куракан умне "По щучьему велению" спектакльпе тухрӗ. Каҫал тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ ҫӗнӗмӑратсем вара "Память живет" патриотла ӗҫ хатӗрленӗ.

"Асам" фестиваль Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева пуҫарӑвӗпе иртет. Шкул театрӗсем хӑйсен спектаклӗсемпе чӳк уйӑхӗн 30-мӗшччен паллаштараҫҫӗ. Тӳресем палӑртнӑ тӑрӑх, чи лайӑх ӗҫсене суйласа илме ҫӑмӑл пулмасть. Кашниех кӑсӑк та хӑйнеевӗрлӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ вӗҫленнӗ ятпа иртекен уявра пӗлтерӗҫ. 

 

Диана Иванова, Дарья Ананьева, Екатерина Янгалакова, Виктор Степанов