Шупашкарта Сӑр хӳтӗлев чиккине тӑвакансен паттӑрлӑхне халалланӑ мемориал вырӑнне чул хучӗҫ

Раҫҫей культура министрӗн ҫумӗ Ольга Ярилова Шупашкарта пулнӑ май культурӑпа искусство институчӗн ӗҫӗпе паллашрӗ. Ҫавӑн пекех Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисене асӑнса лартма палӑртнӑ палӑк вырӑнне чул хунӑ ҫӗре хутшӑнчӗ.

Раҫҫей культура министрӗн ҫумӗ ҫавра сӗтел тавра пухӑннисене аслӑ шкулсене культурӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫре пулӑшма пултаракан ятарлӑ программӑсем пирки каларӗ. «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче Ольга Ярилова сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнчӗ. Кунта Чӑваш Ен правительстви Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунӑ ҫӗрте вӑй хунисене халалласа палӑк лартма шутланӑ. Мемориал тӑвас ӗҫре ҫӗршывӑн культура министерстви те пулӑшӗ.

 

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов