Шупашкарта ретроавтомобильсен фестивалӗ иртрӗ

Америкӑра кӑларнӑ "Кадиллакпа" "Додж", Совет союзӗнчи ертӳҫӗсене турттарнӑ "Чайкӑсемпе" "Победа", чи малтанхи "Копейка", мотоциклсем тата ытти те. Ҫак хӑйне евӗрлӗ ретроавтомобильсемпе Шупашкарта пурӑнакансем "Амазони" этнопаркра паллашма пултарчӗҫ.

"Ылтӑн кӗркунне" ятпа ретро-автомобильсен 11-мӗш фестивалӗ иртрӗ. Кивӗ машинсене Тутарстан, Пушкӑрт, Чӗмпӗр, Чулхула, Самар тата Мари тӑрӑхӗсенчен илсе килнӗ. Йӑлтӑртатса тӑракан юсаса ҫӗнетнӗ вуншар машин ҫумӗнче 41-мӗш ҫулта Америкӑра ӑсталанӑ "Додж" курӑнса ларать. Вӗсене ун чухне ятарласа Совет Союзӗ валли кӑларнӑ. 2 тоннӑллӑ техникӑна Шупашкарта пурӑнакан Евгений Егоров пайӑн-пайӑн юсаса 7 ҫул пухнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче унӑн ашшӗ ҫакӑн пек машинпа ҫӳренӗ. Ҫавӑнпа та вӑл кунта унӑн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Фестивальте фронтра пулнӑ ытти техника та пулчӗ. 

 

Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Владимир Синдеев, Владимир Егоров