Шупашкарта Раҫҫей Президенчӗн гранчӗпе "Йӑх паллисем: управҫӑ-тутӑрсем" проект пурнӑҫланать

Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗнче чӑвашсен салтак тутрине тӗрлессипе ӑсталӑх урокӗсен ярӑмӗ пуҫланчӗ. Ку вӑл ҫӗршыва хӳтӗлеме тухса каякан кашни арҫыншӑн пӗлтерӗшлӗ япала. Салтака тӑван кил ӑшши, ҫемье пирки аса илтерсе тӑраканни, ырра шанма хистекенни. 

Ӳссе ҫитӗннӗ ывӑла хӗсмете ӑсатни - тӑванӗсемшӗн хурлӑхлӑ, ҫав хушӑрах чунра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратакан пулӑм. Мӗн авалтан салтак ятне илтме тивӗҫнӗ арҫын чыс-хисепре шутланнӑ. "Уяв" халӑх ансамблӗ пухӑннисене ҫак йӑла-йӗркепе паллаштарчӗ. Ӑсталӑх урокӗсем пуҫланиччен специалистсем салтак тутрисен пӗлтерӗшӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ. Пусма ҫине куҫарнӑ тӗрӗ-эреш тарӑн шухӑшлӑ. Кашни ҫӗвви салтака ҫар тивӗҫне чыспа пурнӑҫласа тӑван киле тӗрӗс-тӗкел таврӑнма хӑват парать. 

Паян хӑйсен тивӗҫне ятарлӑ ҫар операцийӗнче пурнӑҫлакансем чӑваш хӗрарӑмӗсем тӗрленӗ тутӑрсем фронтра та пулӑшнине калаҫҫӗ. 3 ҫул каялла Светлана Каликова министр Валерий Степанов офицера парне панӑ. Кӑҫал тӑван ҫӗре чӗрӗ-сывӑ таврӑннӑ Валерий ӑна чӗре ҫумӗнче типтерлӗн упранӑ. 

Проекта ытларах 10 ҫулчченхи ачасенчен пуҫласа 25 ҫулчченхи яш-кӗрӗм хутшӑнать. Йӗркелекенсем 100-е яхӑн заявка йышӑннӑ. Ӑсталӑх урокӗсене 4 пая пайласа ирттереҫҫӗ, кашни ушкӑнра 16 ҫын. Пир ҫине тӗрлӗ эреш куҫарма ӑстасем, ӳнер тӗпчевҫисем вӗрентеҫҫӗ. Ҫав хушӑрах салтак тутрин историйӗпе, ӗмӗртен-ӗмӗре ӑна мӗнле улшӑнусем пырса тивнине ӑнлантараҫҫӗ. 

Ӑсталӑх урокӗсенче тӗрленӗ мӗн-пур тутӑра чӳк уйӑхӗнчи курава тӑратӗҫ. Ун чухне салтак ӑсатнӑ йӑла-йӗркене те туллин кӑтартса парӗҫ. 

Алиса Александрова, Александра Борисова, Вадим Владимиров, Николай Семенов