Кӗнеке авторӗпе пӗрле Шупашкартан килнӗ сумлӑ хӑнасене елчӗксем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Библиотекарьсемпе сӑвӑҫсем, ял ҫыннисем те ҫӗнӗ кӑларӑмпа паллашма ҫитрӗҫ. Кӗнекене Елизавета Долгова чӑваш халӑхӗ Раҫҫей патшалӑхӗ йышне кӗнӗренпе 470 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫӗршыври 5 тӗрлӗ архивра тата музейсенче упранакан документсене тӗпченӗ вӑл.
Алексей Енейкин, Артур Галкин