Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери 13-мӗш кинофестиваль уҫӑлчӗ

Кӑҫал конкурса тӗрлӗ регионпа ҫӗршывра ӳкернӗ 24 фильм хутшӑнать. Кино уявӗ чӳк уйӑхӗн 5-мӗшччен пырать.

Тӗрлӗ халӑхӑн ятлӑ-сумлӑ кинорежиссёрне пӗрлештерекен фестиваль Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче уҫӑлчӗ. Уява чылай ҫӗршывра палӑрнӑ режиссёрсемпе продюсерсем, театрпа кино актёрӗсем тата 14 регионтан килнӗ кино критикӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Фестивале уҫма Раҫҫей халӑх артисчӗ Светлана Немоляева та ҫитрӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӑна Раҫҫей кино искусствине аталантарас ӗҫре чылай ҫул ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн Шупашкар кинофестивалӗн ятарлӑ парнипе, "Анне" статуэткӑпа чысларӗ.

 


Алексей Енейкин, Семён Антонов