Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри урамри кино фестивалӗ иртрӗ

Кӑҫалхипе ӑна пирӗн патра 5-мӗш хут йӗркелерӗҫ. Куракансем ҫӗршывра ӳкернӗ кӗске фильмсене хаклама пултарчӗҫ.

Кӑҫал кинофорум хӑйӗн ятне тӳрре кӑлараймарӗ. Сеансем ытти ҫулти пек уҫӑ тӳпе айӗнче мар, "Чӑвашкино" студийӗнче пулчӗҫ. Куракансене, вӗсем тӗпрен илсен кадет шкулӗнче вӗренекенсем, мӗн-пур хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса кӗртрӗҫ. Аллисене дезинфекцилерӗҫ, температурине виҫрӗҫ. Зал та ҫурри кӑна тулли пулчӗ. Фестиваль программинче 10 фильм. Чи вӑрӑмми 22, чи кӗски 2 минут. Вӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн куракансем уйрӑмах кӑмӑла кайнӑ ӗҫшӗн сасӑларӗҫ. Чи лайӑххи ята Араик Крпоян ӳкернӗ "Интересное кино" ятлӑ фильм ҫӗнсе илчӗ. 

 

Надежда Александрова, Евгений Романов