Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк чӑваш юрӑҫисен "Кӗмӗл сасӑ" фестивалӗ иртрӗ

Ӑмӑртӑва Чӑваш наци колнгресӗ ҫулсерен республикӑри Культура министерстви пулӑшнипе чӑваш чӗлхипе эстрада ӳнерне аталантарас тӗллевпе йӗркелет.

Малтан конкурс вырӑнта иртнӗ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ тӑрӑхран 12 ҫамрӑк юрӑҫ хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ: Пушкӑртстанпа Тутарстанран, Чӗмпӗрпе Тюмень, Ленинград облаҫӗсенчен, Питӗр хулинчен тата Чӑваш Енрен. Кӑҫал вара ӑмӑртӑва коронавирус чирӗнчен сыхланмалли меслетсене пӑхӑнса йӗркелерӗҫ. Жюрие инҫетри чӑваш ҫамрӑкӗсем те килни, вӗсен ӑсталӑхӗ ӳссе пыни савӑнтарать.

 


Марина Карягина, Зоя Яковлева