Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен 5-мӗш кинофестивалӗ уҫӑлчӗ

Онлайн мелӗпе ирттерекен ӑмӑртӑва кӑҫал тӗрлӗ жанрпа ӳкернӗ 35 фильм хутшӑнать. Вӗсене тӗрлӗ ҫӗршыври 17 жюри пайташӗ "Чӑвашкино" сайтӗнче пӑхса хаклӗ.

Пандемие пула "Асам" кӑҫал йышлӑ куракан пуҫтармасть пулин те, йӗркелӳҫӗсем яланхи йӑласене тытса пыраҫҫӗ. Пӗрремӗш кун ҫулсерен Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлӗхне ҫӗнӗ пайташсене йышӑнаканччӗ, хӑйсен хайлавӗсемпе Раҫҫейре, тӗнчере мала тухнӑ, Чӑваш киноӳнерне аталантарас енӗпе нумай вӑй хунӑ ӑстасене кинофестивалӗн паллипе - Федор Мадуров ӳнерҫӗ хатӗрленӗ кӳлепепе - тата дипломпа чыслаканччӗ. Хальхинче ҫак хисепе Юрий Спиридонов, Марат Никитин тата ыттисем тивӗҫрӗҫ. Онлайн мелпе ӗҫлени фильмсене мӗнпур тӗнчене кӑтартма май парать. "Асам" Юрий Сергеев ӳкернӗ "Тайна древней Волги" картинӑпа уҫӑлчӗ. Кинофестиваль раштав уйӑхӗн 20-мӗшчен пырӗ. Фильмсене "Чӑвашкино" сайтӗнче тата ютубри "Сувар ТВ" каналта пӑхма пулать.

Марина Карягина, Виктор Степанов