Шупашкарта пӗтӗм чӑвашсен 5-мӗш "Асам" кинофестивальне пӗтӗмлетрӗҫ

Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче яланхиллех пирӗн телерадиокомпани ӗҫченӗсем пулчӗҫ. 

"Асам" кинофестиваль кӑҫал инҫет мелпе иртрӗ. Куракансем те, фильмсене хаклакан тӳресем те конкурса тӑратнӑ ӗҫсемпе залра ларса мар, интернет урлӑ паллашрӗҫ. "Чи ӑнӑҫлӑ илемлӗ-документлӑ фильм" номинацире тӳресем пӗр шухӑшлӑ пулса "Чӑвашкино" студи ӳкернӗ "Тӑшман ури кунта ан пустӑр" чӑвашла-вырӑсла фильма палӑртнӑ. Сценари авторӗ тата режиссерӗ - Алексей Енейкин. "Тӑшман ури кунта ан пустӑр" фильм тепӗр номинацире те палӑрнӑ. Ват ҫын сӑнарне ӗнентерӳллӗ калӑпланӑшӑн РСФСР халӑх артисчӗ Нина Яковлева "2-мӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ" ята тивӗҫрӗ. Кӗске метрлӑ фильмсен номинацийӗнче те пирӗн ӗҫтеш - Николай Семенов режиссер ӳкернӗ "Пӗр тенкӗ" кинолентӑна тата Марина Тихонова режиссерӑн "Халь пулмасан, хӑҫан" картинине пысӑк хак панӑ. "Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ" номинацире "Директор" фильмра вылянӑ Юрий Спиридонова, "Чи лайӑх хӗрарӑм" ролӗнче "Рассвет" картинӑри Марина Засухинӑна палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех, номинантсен йышӗнче Владимир Синяев режиссер, Сергей Щербаков сценарист тата ытти кино ӑстисем пулчӗҫ. Гран-прие "Тайна древней Волги" ҫӗнсе илчӗ.

Владмир Тимофеев, Артур Галкин