Шупашкарта Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗх уявӗ кӗрлерӗ 

Кӑҫал та пӗрлешӗвӗн уявӗ ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тӗрлӗ залӗнче кун каҫа чӑваш, вырӑс, тутар, ирҫе сӑмахӗ, юрри-ташши янӑрарӗ. Юхма енре ҫуралса ӳснӗ артистсем концерт кӑтартрӗҫ.

Патӑрьелсем кӑҫал халӑхсен туслӑхне халалланӑ ҫулталӑк пулнине шута илсе нумай уяв ирттернӗ, анчах ку ҫӗр ҫинче ӗмӗртен юнашар пурӑнакан тӗрлӗ наци ывӑл-хӗрӗ яланах пӗр-пӗрне пулӑшса, тӑван пек туслӑ пурӑннӑ. Фойере - Юхма ен ҫыннисен пур енлӗ пултарулӑхне туллин кӑтартакан куравсем: кунта вырӑнти маҫтӑрсен ал ӗҫӗсемпе капӑрлӑхсем, тӑван ен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа паракан кӗнекесем, регион ӳсӗмӗпе ӑслӑлӑх тачӑ ҫыхӑнура пулнине кӑтартма - наукӑпа практика кӗтесӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалласа уйрӑм экспозици хатӗрленӗ. Килсе пыракан хӑнасене алӑк патӗнчех килти сӑрапа, ҫӑкӑр-тӑварпа, чак-чакпа сӑйласа кӗтсе илчӗҫ.

Халӑхӑн хавалӗ унӑн ташшинче курӑнать, теҫҫӗ. Патӑрьелсем саккӑрла ҫаптарнинче те вӗсен ӗҫри хастарлӑхӗ палӑрать. Шупашкарта ҫак тӑрӑхран тухнӑ чылай ертӳҫӗ, усламҫӑ, ҫыравҫӑ, спортсмен тата ытти ҫӗрте ҫӗршывӗпех палӑрнӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ентешлӗхе пилӗк ҫул ӗнтӗ Александр Миронов ӑнӑҫлӑ ертсе пырать.

Патӑрьел ҫӗрӗн ятне-чапне ҫӳлте тытакан, ентешсене аталанма пулӑшакансене сумласси - яланхи ырӑ йӑла. Вӗсене лауреат дипломӗпе пӗрле ентешлӗх медальне пачӗҫ. Кӑҫал ҫак чыса Иван Матросов та тивӗҫрӗ, вӑл нумай пулмасть Иорданире иртнӗ тӗнче ӑмӑртӑвӗнче кӗрешсе ветерансем хушшинче ылтӑн тата пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.

Ҫавӑн пекех Ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ паттӑр ентешсене ятран асӑнса зал пӗр минут шӑп тӑчӗ. Ҫӗнтерӗве ҫирӗп шанма пулӑшакан сӑвӑсем янӑрарӗҫ.

Марина Карягина, Олег Цыпленков