Шупашкарта наци театрӗсен Вера Кузьмина ячӗллӗ "Чӗкеҫ" фестивалӗ иртет

Пӗрремӗш хут йӗркеленӗ пулин те, унӑн географийӗ питӗ анлӑ. 

"Чӗкеҫ" фестиваль куракансене ҫӗршыври наци театрӗсен чи лайӑх ӗҫӗсемпе паллаштарать. Пултарулӑх форумне Азербайджан, Пушкӑрт, Калмӑк, Крым, Мари тата Тутар республикисенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Уява Калмӑк республикинчи Баатр Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ уҫрӗ. Вӗсем "Чудесная планета" драма фантазийӗ кӑтартрӗҫ. 

Фестивале 200-ре яхӑн ҫын хутшӑнать. Кану кунӗсенче Азербайджан, Пушкӑрт, Мари театрӗсем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Паян вара Крым республикинчи артистсем "Бахчисарайский фонтан" драмӑпа тухаҫҫӗ сцена ҫине. Ыран Тутар патшалӑх академи театрӗ пултарулӑхӗпе паллаштарӗ. Кӳршӗсем "Пепел" спектакль илсе килнӗ. Фестиваль вӗҫленнӗ кун, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Иван Тургенев пьеси тӑрӑх лартнӑ "Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле" ҫӗнӗ постановка кӑтартать. Спектакльсене театрсем тӑван чӗлхисемпе тата вырӑсла выляҫҫӗ. Вӗсене Пушкин карттипе курма пулать. Сумлӑ тӳресем ӗҫсене 7 номинацире хаклаҫҫӗ: "Чи лайӑх спектакль", режиссер, "Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ", арҫын ролӗ, иккӗмӗш планри рольсем тата "Чи лайӑх сценографи". 

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кӑларнӑ Указпа килӗшӳллӗн, фестиваль икӗ ҫулта пӗрре иртӗ. Спектакльсене малашне тӗп хулара кӑна мар, муниципалитет округӗсенче те кӑтартӗҫ. Ҫакӑ ытларах ҫынна тӗрлӗ халӑх культурипе паллашма, театр ӳнерӗпе киленме май парӗ. 

 

Диана Иванова, Екатерина Янгалакова