Тӗп хулара пурӑнакан Алёша Прокопьев - Раҫҫейри паллӑ куҫаруҫӑ, вӑл Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Мускав патшалӑх университечӗн искусствоведени уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑранпа сӑвӑҫ акӑлчанпа нимӗҫ тата ытти чӗлхесенчен поэзин чи паха тӗслӗхӗсене вырӑсла куҫарать, уншӑн темиҫе премие те тивӗҫнӗ. Алёша Прокопьев тӗлпулура швед поэчӗн кӗске сӑввисене вуласа, йӗркен-йӗркен унӑн пуян тӗнчин сӑнарӗсене уҫса, ӑнлантарса пачӗ.
Марина Карягина, Владимир Синдеев