Шупашкарта хула кунне халалланӑ виҫӗ кунлӑх пленэр иртрӗ

Йӑлана кӗнӗ марафонра сӑрӑ ӑстисем Шупашкарӑн сӑн-сӑпатне ӳкерсе историре хӑвараҫҫӗ.

Художниксем кӑҫал та, тӗпрен илсен, кӳлемӗшпе Хӗрлӗ лапамра ӗҫлеҫҫӗ. Кунта ят илнӗ ӳнер ӑстисем те, ӳкерме вӗрентекенсемпе студентсем те пур. Шупашкар "Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули" ята тивӗҫнипе хальхинче сӑрӑ ӑстисем заводсемпе фабрикӑсен ҫурчӗсене те ҫыраҫҫӗ. Аслисемпе кӗҫӗннисем, маҫтӑрсемпе тин ӳкерме пуҫлакансем юнашар ӗҫлени усӑллӑ. Пленэрӑн тепӗр пархатарлӑ енӗ - ҫулсерен ҫапла майпа хуламӑр историйӗшӗн тӗрлӗ саманта сӑнарласа хӑварни. 

 

Марина Карягина, Анна Филиппова, Святослав Петров