Самар, Чулхула, Пенза облаҫӗсенчен тата Пушкӑрт республикинчен туристсене Шупашкара ятарлӑ поезд илсе ҫитерчӗ. Ун валли уйрӑм расписани хатӗрлӗнӗ. Хӑнасем хӑтлӑ купесенче ҫул ҫӳреҫҫӗ. Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурипе, апат-ҫимӗҫӗпе, илемлӗ вырӑнсемпе паллашма чылай ҫын кӑмӑлланӑ. Туристсене вокзалта ҫӑкӑр-тӑварпа юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ.
Вероника Павлова, Димитрий Макаров