Шупашкарта халӑхсем хушшинчи харӑсах 2 фестиваль иртет

Республикӑри Пукане театрӗн сцени ҫине 13 регионти 19 коллектив тухӗ. Казахстанпа Францири пуканеҫӗсем вара хальхинче кураканпа онлайн-меслетпе тӗл пулӗҫ. 

аҫҫейри тӗрлӗ регионтан килнӗ актерсене ҫӑкӑр-тӑварпа хисеп туса, чӑваш юрри-ташшипе тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Халӑхсем хушшинчи 2-мӗш фестивале кӑҫал Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чӑваш патшалӑх Пукане театрӗ ентешсен ҫав вӑхӑтри тылри паттӑрлӑхӗ пирки "Хранители" постановкӑра каласа кӑтартать. "Телее, хальхи саманара сывлӑх енчен хавшакрах ачасене ыттисенчен питех уйӑрмастпӑр. Ҫавӑнпа та сусӑррисем валли йӗркелекен форума хальхинче тепӗр фестивальпе пӗрлештерес терӗмӗр", - палӑртаҫҫӗ эрнене тӑсӑлакан уява йӗркелекенсем.

Алиса Александрова, Святослав Петров