Шупашкарта халӑхсем хушшинчи 17-мӗш кинофестиваль малалла пырать

Кинотеатрсенче конкурса хутшӑнакан фильмсене кӑтартаҫҫӗ, ҫавӑн пекех паллӑ артистсемпе, пултаруллӑ режиссерсемпе тӗл пулусем иртеҫҫӗ. 

Кинофестивальте, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, икӗ конкурс программи. Этника тата регионти киносен тупӑшӑвне хутшӑнакансен шучӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Кӑҫал ку ушкӑнра 25 ӗҫ тӑратнӑ. Тепӗр 9 картина - илемлӗ фильмсен конкурсӗнче. Пӗлтӗр анлӑ иртнӗ документлӑ киносен конкурсӗ вара кӑҫал ҫук. Ҫав вӑхӑтрах иртнӗ ҫулхи фестивальсемпе танлаштарсан ача-пӑча программи пуян. Пӗчӗк куракансем мӗн пӑхассине суйламалӑх та пур.

Форума Раҫҫейри 15 регионти тата чикӗ леш енчи 10 ытла ҫӗршыври фильмсем хутшӑнаҫҫӗ. Филармони залне пухӑннисене фестивалӗн ҫӗнӗ илемлӗх ӗртӳҫи - Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Прошкин саламларӗ. Кино уявӗ чӑваш ҫӗрӗ ҫинче аталанса пынине, вӑл тӗрлӗ халӑх культурипе паллашма май панине палӑртрӗ. Пысӑк кӗтменлӗхсенчен пӗри - фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче хамӑр республикӑри пултарулӑх ушкӑнӗн ӗҫне кӑтартни пулчӗ.

Ӳкерекенӗсенчен пӗри пирӗн ӗҫтеш - "Чӑваш Ен" телерадиокомпани режиссерӗ Николай Семенов. "Хурӑн шывӗ" фильм  регионти киносен конкурсӗнче тупӑшать. Вӑл Тимур командинчи ачасем пирки. Вӗсем ялти ватӑсене пулӑшаҫҫӗ, чылай урӑх ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫав хушӑрах тӗрлӗ пӑтӑрмах та сиксе тухать.
Фестивалӗн тӗп лапамӗ - "Волжский" кинотеатр. "Хурӑн шывӗ" фильма унта шӑпах паян курма пулать. 20 сехетре пуҫланть.

Культура министрӗ Светлана Каликова каланӑ тӑрӑх, ҫак кунсенче пурӗ 80 ытла ӗҫ-пуҫ палӑртса хунӑ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе сеанссене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Йыхрав билечӗсене кинотеатрсенче илме пулать. Фестивале пӗтӗмлетекен уяв вара ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Филармони залӗнче иртет. 

Диана Иванова, Наталия Егорова, Андрей Шоклев