Канашри мультстудине ҫӳрекенсем Елена Светлаян "Виҫӗ сысна ҫури" сӑвӑлла юмахӗ тӑрӑх мультфильм ӳкернӗ. Халиччен ачасем персонажсене вырӑсла калаҫтарнӑ. Ку мультфильм вара тӑван чӗлхӗпе. Чӑвашла хатӗрлеме йывӑртарах пулчӗ пулин те вӗренекенсемшӗн ку паха опыт, терӗ студи ертӳҫи Наталия Макарова. Фестивале хутшӑннисем "Этникум" проекта хутшӑнса ӳкернӗ 5 ӗҫпе паллаштарчӗҫ.
Мультфильмсене ытларах чӑваш юмахӗсем тӑрӑх хатӗрлеҫҫӗ. Ачасемпе ӗҫлекен педагосем хӑйсен пӗлӗвне хушма программӑпа вӗренсе ӳстернӗ, паллӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ, тӗрлӗ ӑсталӑх сехетне хутшӑннӑ. Хамӑр тӑван историне, культурӑна, йӑла-йӗркене пӗлмеллех. "Этникум" проекта та ҫак тӗллевпе йӗркеленӗ.
Фестивальте паллаштарнӑ пур мультфильма та ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекин сайтӗнче "Писатели Чувашии - детям" пайӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Диана Иванова, Екатерина Янгалакова