Шупашкарта Аслӑ Британири тӗрӗ шкулӗн ертӳҫипе инҫет мелӗпе ҫыхӑнчӗҫ

Вӑл ӑстасене вӗрентес ӗҫ опычӗ пирки каласа кӑтартрӗ.

Аса илтеретӗп, республикӑра тӗрӗ шкулне йӗркелесшӗн. Ӑна ҫитеҫ ҫул уҫма палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Енре хальлӗхе тӗрлеме вӗрентекен пӗрремӗш ролик ӳкернӗ, ӑна пӗлӳ учрежденийӗсене ярса панӑ та ӗнтӗ. Аслӑ Британири тӗрӗ шкулӗн ертӳҫи Сьюзан Кей-Уильямс чи малтанах маҫтӑр пулас текенсен шутне тӗпчеме, кӑмӑллакансем валли курссем пуҫарма сӗнчӗ. Светлана Каликова министр юлашки вӑхӑтра чӑваш тӗррипе кӑсӑкланакансен шучӗ ӳснине палӑртрӗ. Районсемпе хуласенче те ӑстасем пур-ха. Шӑпах вӗсем ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентме пултараҫҫӗ. 

 

Вероника Павлова, Игорь Ульянов