Шупашкарта 27-мӗш балет фестивальне хатӗрленеҫҫӗ

Ташӑ уявне пирӗн артистсем яланхилле премьерӑпа уҫма палӑртаҫҫӗ. Куракансем Анисим Асламас композитор кӗввипе лартнӑ "Нарспи историйӗ" спектакле хаклама пултарӗҫ. Постановка репетицийӗнче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ пулчӗ. 

Балет фестивалӗ эрнекун - пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче премьерӑпа пуҫланать. Пӗрремӗш кунхине пирӗн артистсем куракансене "Нарспи историйӗ" спектакльпе паллаштарӗҫ. 

Ҫӗнӗ постановкӑна пирӗн мухтавлӑ ентеше - СССР халӑх артистне Надежда Павлована халалланӑ. Спектакле хатӗрлекенӗ - балет труппин илемлӗх ертӳҫи Данил Салимбаев. Ӗҫе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗ пулӑшнипе сцена ҫине кӑлараҫҫӗ. Художникӗ - Валентин Федоров. Вӑл Константин Ивановӑн хайлавӗпе виҫҫӗмӗш хут ӗҫлет. Чи малтан Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче мюзикл хатӗрленӗ, унтан - опера. Хальхинче - балет. Тӑхтаман ролӗнче - Алексей Рюмин. Ӑна ӗнентерӳллӗ калӑплама артиста ӗҫ опычӗ пурри пулӑшать. 

Нарспие чунтан юратакан Сетнер ролӗнче Дмитрий Ведерников. Кунсерен ирччен пуҫласа каҫччен репетици ирттерни артистсене ывӑнтарать пулин те, вӗсем хавхаланса ӗҫлеҫҫӗ. Премьера умӗн вӗсем пурте хумханаҫҫӗ. Ҫапах та постановкӑна куракансем килӗштерессе шанаҫҫӗ. 

Данил Салимбаев балетмейстер каланӑ тарӑх, "Нарспи" поэма тӑрӑх чӑваш халӑхӗ пирки пӗлме пулать. Ку - унӑн наци темипе ҫыхӑннӑ 3-мӗш ӗҫӗ. Унччен вӑл "Атилла" тата "Хуркайӑк ҫулӗ" постановкӑсем хатӗрленӗ. Нарспин синкерлӗ шӑпине вӑл Уильям Шекспирӑн "Ромео тата Джульета" хайлавӗпе танлаштарать. Константин Ивановӑн поэми хурлӑхлӑ вӗҫленет пулин те, балетра ӑна улӑштарма йышӑннӑ. Ӑна хальлӗхе куракансенчен вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ. Премьерӑпа артистсем пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче паллаштарӗҫ. 19 сехетре пуҫланать.

Алена Артемкина, Наталия Егорова, Андрей Шоклев