Шупашкаршӑн чи хаклӑ та хисеплӗ турӑш

Шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Владимирски Турӑ Амӑшӗн сӑнне чысланӑ кун, Турра ӗненекенсем Савватий митрополит ертсе пынипе Шупашкарта хӗрес ҫулӗпе утса тухрӗҫ. 

Ҫак уява 1480-мӗш ҫултанпа, Мускава Ахмат хан ҫарӗнчен хӳтӗлесе хӑварнине асӑнса паллӑ тӑваҫҫӗ. Турӑ Амӑшӗн Владимирская таса сӑнӗ Шупашкаршӑн чи хаклӑ та хисеплӗ турӑш шутланать. Унпа 1555-мӗш ҫулта Хусанти Гурий святитель пулас хула-крепоҫ тата Введени чиркӗвепе арҫынсен мӑнастирне никӗслемелли вырӑнсене кӗлтуса тасатнӑ. 

Уяв кунӗнче Шупашкарти тӗп чиркӳре кӗлӗ иртрӗ. Унта хулари тӗн ҫыннисем, арҫынсен мӑнастирӗнче кӗлтуса пурӑнакансем, Турра ӗненекенсем хутшӑнчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе кӗлӗ хыҫҫӑн пухӑннӑ халӑх Гурий, Герман тата Варсонофий ҫветтуй архиерейсен ҫулӗпе хӗрарӑмсен мӑнастирне ҫити утса тухрӗҫ. 

Ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑка пӑхмасӑр халӑх нумай пулчӗ. Кунта ватӑсем те, ачаллӑ хӗрарӑмсем те, сусӑрсем те, тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ паломниксем те пур. Вӗсем ҫул тӑршшӗпе Турӑ Амӑшне мухтаса юрласа, кӗлтуса чӑтӑмлӑн утса тухрӗҫ. Утакансене пачӑшкӑсем таса шывпа сирпӗтрӗҫ. Хӗрес ҫулӗпе килнисене хӗрарӑм монахсемпе пӗрле мӑнастир пуҫлӑхӗ Сергия игумения кӗтсе илчӗ. Чиркӳ умӗнчи тӳремре Турӑ Амӑшне чысласа ирттерекен кӗлле вӗҫлерӗҫ, кашниех турӑша чуптуса унӑн айӗпе тухрӗ. Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий пурне те ҫветтуй шывпа сирпӗтрӗ, хӗрес ҫулӗпе утса тухнӑшӑн тав турӗ, Турӑ Амӑшӗн хӳтлӗхӗпе пурӑнма сунчӗ. 

Хӗрес ҫулӗпе утса тухни - халӑха пӗрлештерет, ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшать, истори пулӑмӗсене лайӑхрах пӗлме хистет. 

Владимир Тимофеев, Роза Деменцова, Зинаида Паршагина