Экспонат калама ҫук хаклӑ. Император фарфор завочӗн коллекцине хӑйсем патӗнче кӑтартассишӗн Раҫҫейри музейсем черет тӑраҫҫӗ. Чӑваш Ене вара чӑннипех ӑннӑ тесен те юрать. Малтанласа куравра арҫын кӳлепипе унӑн сӑрласа тумлантарман мӑшӑрӗ кӑна пулнӑ. Халӗ вара куҫ умӗнче чӑн-чӑн илемле те килӗшӳллӗ мӑшӑр. Ку скульптурӑсен авторӗ Павел Каменский мар, хальхисем - самай каярах тапхӑртисем.
Ҫакна та палӑртмалла: "Раҫҫей халӑхӗсем" серие Император фарфор заводӗнче Иккӗмӗш Николай хушӑвӗпе кӑларнӑ. Романовсен йӑхӗн 300 ҫулӗ тӗлне ҫӗршыври халӑхсене сӑнарлакан 146 фарфор кӳлепе тума палӑртнӑ. Павел Каменский скульптор серие туса ҫитерес тесе 10 ҫул ӗҫленӗ. 1907-мӗш ҫултан революцичченех. Мӑшӑрлӑ 74 кӳлепе ӑсталама ӗлкӗрнӗ. Вӗсенче арҫын тата хӗрарӑм сӑнарӗсем. Оригиналсем эрмитажра упранаҫҫӗ. 2019-мӗш ҫулта завод коллекцие ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратас тенӗ. Шӑпах унпа Шупашкарта паллашма пулать те. Император фарфор завочӗ чей сервизӗсемпе те паллӑ. Кашни кӑмӑл тӑвакан ӑсталӑх урокне хутшӑнса турилккесене эрешлесе илемлетме пултарать.
"Раҫҫей халӑхӗсем" курав хальхи ӳнер центрӗнче ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ.
Алиса Александрова, Наталия Егорова, Святослав Петров








