Шупашкар тӑрӑхӗнчи Толиккассинче Георгий Орлов поэтӑн тата куҫаруҫӑн палӑкне уҫрӗҫ

Ял ҫыннисем паллӑ ентешӗн ятне ӳсекен ӑру пӗлтӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ, малашне ҫыравҫӑ пурӑннӑ ҫуртра музей та йӗркелес тӗллевлӗ вӗсем. 

Савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫа ял халӑхӗ, поэтӑн хӗрӗ, ытти тӑванӗсем, Георгий Орлова пӗлнӗ ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем 18 ҫулта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тухса кайнӑ, фронтран таврӑнсан Шупашкар райкомӗнче, тӗрлӗ ҫулта "Ялав" журналӑн тата Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗнче вӑй хунӑ ҫыравҫӑ ырӑ кӑмӑллӑ, тарават, пултаруллӑ ҫын пулнине аса илчӗҫ. Вӑл пурнӑҫран 16 ҫул каялла, 82 ҫулта уйрӑлса кайнӑ. Ялти пуҫаруллӑ ҫынсен - Роза Михайловапа Валентина Порфирьеван хӑйсен тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ паллӑ чӑваш ҫыравҫине халалласа палӑк лартас шухӑш ҫуралнӑ. Ҫак ӗмӗте вӗсем Толиккассинче пурӑнакансем пулӑшнипе пурнӑҫлама пултарнӑ. Палӑка ял пуҫламӑшӗнчи лаптӑкра вырнаҫтарнӑ. Ӑна Виктор Петров скульптор ӑсталанӑ.

Уява пуҫтарӑннисем Георгий Орлова сума сунине, хисепленине, унӑн ӗҫӗсемпе мӑнаҫланнине пӗлтерчӗҫ. Палӑк вырнаҫтарнӑ лаптӑк вара ял халӑхӗшӗн чи юратнӑ вырӑнсенчен пӗри пуласса шаннине палӑртрӗҫ. 

Палӑк малашне ку тӑрӑхри ҫитӗнекен ӑрӑва паллӑ ентешӗн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланма май парӗ. Ял ҫыннисем ӑна хӑтлӑлатсах тӑрасса пӗлтерчӗҫ. Толикасси ялӗнче Георгий Орлов пурӑннӑ ҫурт та ларать. Ун ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ял хастарӗсем малашне ҫуртра поэтӑн музейне уҫас тӗллевлӗ. 

Оксана Верликова, Димитрий Макаров