Шупашкар сцени ҫинче - Кироври пукане театрӗн артисчӗсем 

Паян Шупашкарта Кироври пукане театрӗн гастролӗсем пуҫланаҫҫӗ. Вӗсем "Кентервильское приведение", "Гоголь.Спб" тата "Крошка Енот" спектакльсем кӑтартӗҫ. 

Ҫак хулари артистсем пирӗн патра хӑнара кӑҫал пӗрре пулнӑ ӗнтӗ - ҫӗртме уйӑхӗнче вӗсем Пӗтӗм тӗнчери "Пӗр пек пулма кирлех те мар" фестивале хутшӑннӑ. Ун чухне куракансем "Лис, который потерял цвет" спектакле пахалама пултарчӗҫ. Хальхинче артистсем Шупашкара виҫӗ кунлӑха килнӗ. 

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ вара Киров хулинче пурӑнакансене хӑйсен пултарулӑхӗпе авӑн уйӑхӗнче паллаштарнӑ. "Мишкина каша", "Золушка" тата "Кошкин дом" хайлавсене сцена ҫине кӑларнӑ. Ҫӳреве "Пысӑк гастроль" федераци проекчӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. 

Киров тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ артистсем пултарулӑхӗпе Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче тата Трактор тӑвакансен культура керменӗнче паллаштарӗҫ. 

 

Надежда Александрова