Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшра наци проекчӗпе юсанӑ библиотека вулакансене йышӑнма хатӗр

Специалистсем малашне ачасемпе ятарласа ҫирӗплетнӗ программӑпа ӗҫлӗҫ.

2019-мӗш ҫулта Раҫҫей Культура министерствин конкурсне хутшӑнса 5 миллион тенкӗ грантне ҫӗнсе илнӗ вулавӑш. Ҫӗнӗ ӑру библиотекине ачасене кӑсӑклантарса ярас, аслисене илӗртес, сусӑрсемшӗн те кӗнеке вулассине чӑрмавсӑр йӗркелес тӗллевпе пач урӑхла, хальхилле, ялшӑн уйрӑмах тӗлӗнмелле хӑйнеевӗрлӗ тӑвас тенӗ. Юсанӑ ҫуртра компьютер тата мультимеди хатӗрӗсем, сӗтел-пукан вырнаҫтарнӑ, стена ҫинчи ӳкерчӗксене те курса тӗпчеме интереслӗ.

 

Алиса Александрова, Артур Галкин