20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кашни чӑваш хӗрӗн аллинче йӗппе ҫип вылянса кӑна тӑнӑ. Каярахпа ал ӗҫӗпе аппаланакансен шучӗ чакнӑ. Апла пулин те ӑстасем ҫӗвӗ йӗркин вӑрттӑнлӑхӗсене упраса пурӑннӑ. Пирӗн тӗрӗн хӑйнеевӗрлӗхӗсенчен пӗри - эреш икӗ енчен те пӗр пек курӑнни. Ҫак тӗлӗнмелле ӑсталӑха чӗртсе тӑратассине, аталантарассине "Паха Тӗрӗ" фирма ӗҫченӗсем хӑйсем ҫине илнӗ. Чӑваш тӗрри ҫыруллӑ тесе ахальтен каламан. Ун тӑрӑх ҫын мӗнле ҫемьерен, йӑхран пулнине те пӗлме пулнӑ. Хальхи маҫтӑрсем несӗлсен йӑлине малалла тӑсаҫҫӗ. Наци ҫи-пуҫӗ вара паянхи ӑрӑва ытларах та ытларах кӑсӑклантарать. Пултарулӑх ушкӑнӗсем, чӑваш культурине хисеплекен, капӑрлӑх хатӗрӗсене кӑмӑллакансем кунта тум-тир илеҫҫӗ. Туристсем Шупашкара килсен пуринчен те ытларах туянакан тавар - наци сӗмӗллӗ хальхи тум. Ҫакна шута илсе чӑваш ҫамрӑкӗсем дизайнерсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑван халӑх уйрӑмлӑхӗсене ҫи-пуҫра кӑтартаҫҫӗ. Ҫапла паян Шупашкарта темиҫе бренд аталанать. "Кӗмӗл Чӑваш Ен" проекта пуҫарнӑ хастарсем те ӗлӗкхи меслетсене тӗпе хурса, хальхисемпе пуянлатса ӗҫлеҫҫӗ. Дизайнерсемпе ювелирсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӗмӗл - Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхӑн илемлӗ тумӗн уйрӑлми пайӗ шутланнӑ.
Ӗҫӗ сахал та, ҫӑмӑл та мар. Пӗр-пӗр капӑрлӑха тума пуҫӑнсан тепӗр чух ятарлӑ литература тишкермелле, дизайнерпа канашласа пӗр шухӑш патне тухмалла, шутланине эскиза куҫармалла, унӑн 3Д хурӑмне тумалла, шӑратса кӑлармалла. "Ҫак ӗҫе юратни кӑна пулӑшса пырать", - тет проекта пуҫарнӑ Светлана Константинова.
Аякран килнӗ хӑнасем чылай чухне авалхи тумсене, капӑрлӑха тӑхӑнса пӑхма кӑмӑл тӑваҫҫӗ. Асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ, Чӑваш Енпе паллаштарас тесе ҫывӑх ҫыннисене ярса параҫҫӗ.
Алиса Александрова, Дарья Паскарюк, Михаил Солин