«Шуҫӑм» ансамбль Крымра иртнӗ халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗнчен ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ 

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче "Шуҫӑм" ансамбль пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ. Ушкӑн районти уявсене те, республика шайӗнчи ӑмӑртусене те тӑтӑшах хутшӑнать. Нумай пулмасть "Шуҫӑм" юрӑҫисем Крымра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри 5-мӗш "Русская гармонь" фестивале хутшӑннӑ. 

Пӗтӗм Раҫҫейри пысӑк фестивальте иккӗмӗш ҫул пӗрремӗш вырӑна тухма пултарнӑ ансамбле Республикӑри композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ Владимир Парфёнов ертсе пырать. Аккомпаниатора хӑйне те димлом парса чысланӑ. Фестивале кӑҫал ҫӗршыври тӗрлӗ хуласемпе республикӑсенчен 23 ансамбль, уйрӑм купӑсҫӑсем хутшӑннӑ. Тупӑшу, паллах ӗнтӗ, хӗрӳ иртнӗ. Чӑваш "Шуҫӑмӗ" унта мӗнле малти вырӑна тухни тӗлӗнтерет. 

Марина Карягина, Димитрий Макаров