Шкул ачисем те, ашшӗ-амӑшӗ те кӑсӑкланаҫҫӗ

Тӗп хулари 54-мӗш шкулта вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ музейпа паллашма пулать.

Ҫӗршыври паллӑ культура учрежденийӗсем  хӑйсен куравӗсемпе онлайн мелӗпе паллашма сӗнеҫҫӗ. Кун пек чухне инҫе ҫул та чӑрмав мар. Хуларан хулана, музейран музея самантрах ҫитме пулать. Кӑмӑл кӑна пултӑр. Шупашкарти 54-мӗш шкулти "Солдатская летопись" виртуаллӑ музей та самантлӑха та хӑйӗн ӗҫне чарман. Шкул ачисемпе танах аслисем те килте ларнӑ тапхӑрта истори управӑшӗн страницисене тишкерекенсен шучӗ ӳсни савӑнтарать йӗркелекенсене. Эппин, куллен тӑрӑшса тунӑ ӗҫ харама кайман.

Алиса Александрова, Виктор Степанов