Кун пек тӗл пулу пирӗн гимназире пӗрремӗш хут иртет, палӑртрӗҫ пӗлӳ учрежденийӗнче тӑрӑшакансем. Акт залне пухӑннӑ ачасем вырӑс классикӗн сӑввисене тӗрлӗ чӗлхепе илемлӗ вуларӗҫ, пултарулӑх номерӗсем кӑтартрӗҫ.
Сергей Есенин "Кӗмӗл ӗмӗр" тапхӑрӗнчи чи паллӑ поэтсенчен пӗри. Хӑйӗн сӑввисенче вӑл ытларах хресчен пурнӑҫне сӑнланӑ. Ҫавӑнпа та "Знание" ҫутӗҫ обществин лекцийӗ те "Вырӑс ялӗн юлашки поэчӗ" темӑпа пулчӗ.
Сергей Есенин пурнӑҫӗ кӗске пулнӑ пулин те, литературӑра вӑл тарӑн йӗр хӑварма ӗлкӗрнӗ. Унӑн произведенийӗсене Раҫҫейри шкулсенче кӑна мар, чикӗ леш енче те вӗренеҫҫӗ.
Сӑмах май, Есенин сӑввисене 150 ытла чӗлхепе куҫарнӑ. Ҫакна Беларуҫпе Кӑркӑс республикисен ҫамрӑкӗсем те ҫирӗплетрӗҫ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗ Азимбек Ахматалиев каланӑ тӑрӑх, Кӑркӑстанра вырӑс литературине хисеплеҫҫӗ. Сергей Есенинӑн тата ытти паллӑ поэтсемпе ҫыравҫӑсен произведенийӗсене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Классиксемпе хавхаланса каччӑ хӑй те сӑвӑсем ҫырать.
Пухӑннисене республикӑн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров саламларӗ. Есенинӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ халӑх литературине витӗм кӳнине палӑртрӗ вӑл. Литература каҫӗнче сӑвӑсем вырӑсла тата чӑвашла кӑна мар, тутарла, ирҫелле, кӑркӑсла янӑрарӗҫ.
Леонид Петров, Игорь Ульянов