Сцена ҫине тухмассерен куракана чун хӑватне парнелет

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче куракансене ҫур ӗмӗр ытла савӑнтаракан сцена ӑстине ҫавра ҫулӗпе саламларӗҫ: Лидия Красова Чӑваш халӑх артисчӗ 70 тултарчӗ.

Лидия Красовӑн пултарулӑхри кунҫулӗ - Ҫамрӑксен театрӗн аталанӑвӗнчи 53 ҫул. Тӗнче тата вырӑс классикине илес пулсан, Шекспир, Лессинг, Островский, Чехов хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенчи асран кайми сӑнарсем, чӑваш ҫыравҫисен - Пётр Осиповӑн, Николай Терентьевӑн, Яков Ухсайӑн, Александр Артемьевӑн, Алексей Талвирӑн тата нумай-нумай драматургӑн камичӗсемпе трагедийӗсенчи, драмисенчи ӑста кӑтартнӑ тӗп геройсем артиста ҫулран ҫул ӳсме май панӑ.

"Яш чухнехи илемлӗ ӗмӗт театр сцени ҫине илсе ҫитерчӗ, асамлӑ туйӑм - чунӑн ялан тем ҫӗнни пӗлес килни - илӗртсе ӗҫлеттерчӗ те ӗҫлеттерчӗ", - тет паян Лидия Фёдоровна, сцена ҫине тухмассерен куракана чун хӑватне парнелесе Чӑваш халӑх артисчӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗскер. 

 

Марина Карягина, Николай Семёнов