Сцена ӑстисем йӑлана кӗнӗ театр ӳнерӗн конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ

Республикӑри Театр искусствине кӑмӑллакансемшӗн тата актерсемшӗн 21-мӗш хут "Чӗнтӗрлӗ чаршав" уҫӑлчӗ. Тӳресем ҫулран-ҫул фестиваль сумӗ, конкурса тӑратнӑ ӗҫсен пахалӑхӗ, артистсен ӑсталӑхӗ ӳссе пынине кура хальхинче ятарлӑ призсем хатӗрленӗ.

Пӗлтӗр пандемие пула театрсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ фестивале ирттерме май килмен. Ҫавӑнпа та кӑҫал сцена ӑстисем ҫак уява чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Тӳресем те халиччен пулманнине ятарлӑ дипломсем хатӗрленӗ. Артистсене малалла та ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа, тӑрӑшуллӑн ӗҫлеме хавхалантарас тесе 17 награда парса чысларӗҫ. 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Виктор Степанов