Сцена ӑсталӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хыврӗҫ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫуллахи лагерь ӗҫлерӗ. Кӑҫал ачасем икӗ сменӑра канчӗҫ. Театр студийӗнче артистсем вӗсене сцена ӑсталӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене вӗрентрӗҫ. 

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче кун пек студи иккӗмӗш ҫул пӗчӗк артистсене пуҫтарчӗ. Икӗ эрне хушшинче чаршав хыҫӗнчи тӗрлӗ цехра вӗсене вокалпа ташӑ, пластика педагогӗсем, музыкантсемпе тум-юм ҫӗлекенсем, художниксемпе гримӗрсем канӑва усӑллӑ та интереслӗ, хаваслӑ ирттерме май туса пачӗҫ.

Студи Республика Пуҫлӑхӗн "Хаваслӑ ҫу кунӗсем" проекчӗпе килӗшӳллӗн уҫӑлнӑ. Сцена ӑсталӑхӗн педагогӗ вӗрентнипе ачасем илемлӗ хускалма, тӗрӗс калаҫма хӑнӑхса пычӗҫ. Смена вӗҫленнӗ тӗле пӗчӗк артистсем Валентин Катаев пьеси тӑрӑх "Цветик-семицветик" юмах хатӗрлесе ҫитерчӗҫ.

Республикӑри тӗп театрӑн пысӑк сцени ҫине тухасси, ашшӗ-амӑшӗ умӗнче мӗн вӗренсе ӗлкӗрнине кӑтартасси ачасене пӑлхантарать, анчах вӗсем ҫухалса каймаҫҫӗ.

Уйрӑмах ӑста вылянӑ самантсенче куракансем хыттӑн алӑ ҫупни пушшех савӑнтарать. Ӑнӑҫлӑ лартнӑ спектакль хыҫҫӑн ӳссен артист профессине суйласа илес текенсем те йышлӑ пулни палӑрчӗ.

Театрӑн пуҫлӑхӗ Елена Николаева кӗске хушӑра куҫ умӗнчех пултарулӑхне уҫнӑ ҫамрӑк артистсене мухтаса хавхалантарчӗ, дипломпа сертификат, парне парса савӑнтарчӗ. Театрӑн тӗллевӗсем пысӑк, вӑл куракансене ҫу каҫа хапӑлласа кӗтет, авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа ҫамрӑксем валли театр студийӗ уҫасшӑн. Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кунта "Юратнӑ Чӑваш Енӗм" курав ӗҫлеме тытӑнать.

Марина Карягина, Максим Жуков