Сӑвӑ илемӗпе ҫуралнӑ плакатсем

Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ тӗп библиотекӑра ҫамрӑк фотоӳнерҫӗн Ангелина Гритчинан ӗҫӗсен "Лик поэзии" ятлӑ куравӗ уҫӑлчӗ. 17 ҫулти хӗр ӑна сӑвӑ тӗнчине халалланӑ. 

Ангелина Гритчина хулари 1-мӗш гимназири 11-мӗш гуманитари класӗнче вӗренет. Ҫавӑнпа та хӗр поэзине юратнинче ним тӗлӗнмелли те ҫук. Курав йӗркелеме вара ӑна Владимир Маяковский поэт пултарулӑхӗ хавхалантарнӑ. Ӗҫсене те конструктивизм мелӗпе хатӗрленӗ. Шӑпах паллӑ вырӑс поэчӗ ку жанра пуҫарса яраканӗ. Экспозицинче 12 плакат. Кашни ӗҫ 4 пайран тӑрать: хӗр ача, сӑвӑ йӗркисем, вырӑн тата тӗссем. Тӗп сӑнар - Марина Шатилова модель. Вӑл Ангелинан пӗр класра вӗренекен тусӗ. Плакатсенче Михаил Лермонтовӑн, Анна Ахматован, Белла Ахмадулинан, Александр Пушкинӑн тата ытти паллӑ поэтсен сӑввисен йӗркисене курма пулать. Вӗсене нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Курава хаклама авторӑн юлташӗсем, вӗрентекенӗсем, тӑванӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. 

Тӗп плакат - "А вы любите розы?" ятли. Ку вӑл авторӑн пӗрремӗш ӗҫӗ. Ҫавӑнпа та уншӑн уйрӑмах хаклӑ. Сӑн ӳкерчӗксене пӗтӗмпех Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра тунӑ. Курав иртнӗлӗхпе пуласлӑха, классикӑпа хальхи жанрсене пӗрлештерет. Автор шухӑшӗпе плакатсем ҫавӑн пекех ҫамрӑксене сӑвӑ тӗнчине илӗртмелле. Ангелина Гритчина малашне хӑйӗн пурнӑҫне кинопа тата театрпа ҫыхӑнтарасшӑн. 

Курав Маяковский ячӗллӗ библиотекӑра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшчен пырӗ.

Диана Иванова, Екатерина Янгалакова