Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне ЮНЕСКО йышӑнӑвӗпе 1999-мӗш ҫулта уявлама пуҫланӑ, унтанпа пирӗн республикӑра та сӑвӑҫсем ҫулсеренех халӑх умне тухса хӑйсен хайлавӗсене вулаҫҫӗ. Раҫҫей писателӗсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ҫавра сӗтел тавра пуҫтарӑнса канашлама тӗрлӗ сӑлтав хистенӗ. Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ умӗнче ҫивӗч тӑракан ыйтусенчен пӗри - тӑван литературӑра ҫӗнӗ ӑру хӑварасси. Сӑвӑ ҫыракан чӑваш сахал мар, уйрӑмах хӗрсем хушшинче, анчах вӗсене пуҫтарса унчченхилле "Сунтал", "Ҫилҫунат" йышши литпӗрлешӳ йӗркелеме вӑхӑт.
Марина Карягина, Игорь Ульянов