Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине нимӗҫ фашисчӗсене ҫӗршыва шала тапӑнса кӗме парас мар тесе тунӑ. Телее, тӑшмана пирӗн салтаксем Атӑл тӑрӑхне яман. Йывӑр ӗҫе 178 пин ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ хӗрарӑмсемпе ачасем пулнӑ. Йывӑр килнӗ халӑха - шартлама сивӗре ӗҫлеме тивнӗ. Чылайӑшӗн ӑшӑ ҫи-пуҫ та пулман, алли-уррине тӑм тивнипе асапланнӑ, выҫлӑх та аптратнӑ.
Апла пулин те, ниме пӑхмасӑр хушнӑ ӗҫе вӗҫне ҫитиччен пурнӑҫлама пултарнӑ. Кӗреҫесемпе, лумпа шӑн ҫӗре чава-чава 380 ҫухрӑм тӑршшӗ хӳтӗлев чикки тунӑ. Унӑн сарлакӑшӗ 6 метр, тарӑнӑшӗ 4 метр пулнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗр пӳртсемпе ДЗОТсем тунӑ. Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккин паттӑрӗсене халалласа архив докуменчӗсене усӑ курса наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсемпе кӗнекесем ҫырнӑ. Сцена ҫинче артистсем ҫӗршыва хӳтӗлекенсене хисеплесе, истори астӑвӑмӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине ҫирӗплетекен сӑвӑ-юрӑ шӑрантарчӗҫ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хальхи салтаксемпе халӑх паттӑрлӑхне сӑнлакан программӑн пӗр сыпӑкне кӑтартрӗ. Ӑна Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе хатӗрлнӗ.
Тылпа фронт яланах пӗрле пулнине палӑртрӗ Республика Пуҫлахӗ Олег Николаев. Паян та ятарлӑ ҫар операцийӗнче неонацизма хирӗҫ кӗрешекен салтаксене республикӑри волонтерсем пулӑшса тӑнине каларӗ вӑл. Хастарсене пурне те тав турӗ.
Волонтерсемпе салтаксем яланах ҫыхӑнура. Пурте тӑшмана ҫӗнтерессе шанаҫҫӗ, ӗненеҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцинчи ентешсем тӳрӗ ҫыхӑнӑва тухса тав туни уйрӑмах хумхануллӑ самантсенчен пӗри пулчӗ
Пухӑннисене ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Юрий Богданов та саламларӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче фашистсене ҫӗнтерме пултарнӑ асатте-асаннесем тӗслӗх вырӑнӗнче пулнине палӑртрӗ. Халӗ те волонтерсем пархатарлӑ ӗҫ тунине каларӗ.
Алена Артемктина, Вадим Владимиров








