Сӑрӑ ӑстисене хатӗрлекен авалхи пӗлӳ ҫурчӗ

Ӳнер пултарулӑхне хаклама пӗлекен пурнӑҫ ҫине те урӑх куҫпа пӑхать, кашни япаларах илем курма тӑрӑшать. Ҫавӑнпа та ҫак ӑсталӑха ҫамрӑксене явӑҫтарни паха. Ҫак тӗллевпе Шупашкарти ӳнер училищинче йӑлана кӗнӗ уҫӑ алӑк кунӗ иртрӗ.

Сӑрӑ ӑстисене хатӗрлекен авалхи пӗлӳ ҫурчӗ чӑвашсене чылай паллӑ ӳнерҫӗ парнеленӗ. Ҫавӑнпа та унӑн хисепӗ яланах ҫӳллӗ шайра. Ҫакна училищепе паллашма килекен хӑй кӳҫӗпе курса ӗненет. Уҫӑ алӑксен кунӗнче ҫуртра ир-ирех халӑх хӗвӗшет. Абитуриентсем кӑна 100 ытла ҫын пулчӗҫ. Пурте кунта вӗрентекен специальнӑҫсемпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ӳнер училищинче халӗ чылай ӑсталӑха алла илме пулать. Вӑл шутра: живопиҫ, дизайн, анимаци, декоративлӑ тата халӑх пултарулӑхӗн искусстви. Кӗҫех кунта ҫамрӑксене скульптура предметне те вӗрентме пуҫламалла.

Студентсемпе пысӑк ӑсталӑхлӑ, ятлӑ-сумлӑ ӳнерҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем кунта вӗренме кӗрес шухӑшлӑ ҫамрӑксемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫрӗҫ. Ачасен ӳнер пултарулӑхӗпе паллашса профессиллӗ сӗнӳ-канашсем пачӗҫ, ӑсталӑх сехечӗсем ирттерчӗҫ. Ҫавӑн пекех уявра ӳнер училищине йӗркеленӗ Федор Быкова халалласа Раҫҫей шайӗнче 14-мӗш хут йӗркеленӗ пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ. Унта ҫӗршыври 1300 ытла ҫын хутшӑннӑ. 252 ӗҫ финала тухнӑ.

Ӳнер училищинче халӗ 260 студент вӗренет. Уявра вара кунта хӑнасен йышӗ ҫеҫ 300 ҫынран иртрӗ. Апла пулсан, ҫитес ҫул пӗлӳ ҫурчӗ 90 ҫулхи ҫавра ҫулне тата та пысӑк йышпа кӗтсе илме пултарӗ. 

Алексей Енейкин, Александр Герасимов