Сӑрӑ ӑсти 55 ҫул тултарнине халалланӑ курав

Наци библиотекин "Кӗмӗл ӗмӗр" галерейинче Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Александр Федоровӑн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ.

Тӗрлӗ тӗслӗ илемлӗ чечексем, ем-ешӗл йывӑҫ-курӑк, вӑрмансемпе ҫырмасем. Александр Федоров хӑйӗн ӗҫӗсенче тавралӑхпа киленсе ӑна ҫӗнӗлле уҫса парать, ҫут ҫанталӑка юратма вӗрентет. Сӑрӑ ӑстин кашни картини хӑйнееверлӗ, вӗсем пуян тӗссемпе тыткӑнлаҫҫӗ. "Уйрӑмах чечексене ӳкерме кӑмӑллатӑп, вӗсем урлӑ ҫынсене савӑк кӑмӑлпа хаваслӑ туйӑм парнелес килет", - тет художник. Александр Ревельевич - Раҫҫей халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн ывӑлӗ. Мӗн ачаран ӳкерме юратаканскер ашшӗпе пӗрле мастерскойӗнче вӑхӑта ирттернӗ. 

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов